
Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ Евгения Шелгунова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрсе Европа вӑййисене хутшӑнӗ, Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ. Унта тӗнчери 50 ҫӗршывран 6 пин ытла спортсмен хутшӑнмалла.
Евгения Шелгунова ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне кӑна мар, Мускав облаҫӗнне те хӳтӗлӗ. Европа вӑййисем Баку хулинче ҫӗртме уйӑхӗн 13-28-мӗшӗсенче иртӗҫ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче унта 367 спортсмен хутшӑнмалла. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – паралимпиеецсем.
Бакура иртекен ӑмӑртура спортсменсем спортӑн 19 тӗсӗнче вӑй виҫӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ – Олимп шайӗнчисем. 11-шӗ вара – 2016 ҫулта Рио-де-Жанейрора иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисем валли суйламаллисем. Спортсменсем пӗтӗмпе 253 комплект наградӑсемшӗн тупӑшӗҫ.
Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ҫӗршывӑн хӑш-пӗр регионӗнче ҫурт-йӗрӗн социаллӑ найм хакне ӳстернине саккунлӑ мар тесе йышӑннӑ. Халӗ ку ыйтупа вырӑнти прокурорсен ҫине тӑмалла, яваплисене вӗсен кӑлтӑка пӗтерттермелле.
Социаллӑ найм хакне темиҫе хут ӳстерсе яни пирки прокуратурӑна тӗрлӗ регионтан ҫӑхавланӑ иккен. Ҫав шутра Чӑваш Енри хастарсем те евитленӗ. Вӗсемсӗр пуҫне Пушкӑртстанран, Мускав облаҫӗнчен, Калининградпа Костромаран пӑшӑрханса пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть асӑннӑ надзор органӗ РФ Патшалӑх Думин депутатне Галина Хованскаяна ку ыйтӑва уҫӑмлатакан хурав ярса панӑ. Унта вырӑнтисем тӗрӗсех хумханнине палӑртнӑ.
Хованская каланӑ тӑрӑх, регионсенчи муниципалитетсем социаллӑ найм хакне тӗплӗ юсавшӑн тесе пухакан чи пӗчӗк виҫе таран хӑпартса янӑ. Ҫакна тӳре-шара ҫурт-йӗре юсама укҫа-тенкӗ ҫитменнипе сӑлтавланӑ.
Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксене вырӑнти прокурорсен пӗтермелле. Тӗрӗсрех, вӗсен вырӑнти тӳре-шарана ҫав ҫитменлӗхе пӗтерттермелле.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускав ҫывӑхӗнчи Жуковски хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта 42 регионти 210 спортсмен хутшӑннӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: арҫынсем чупнӑ 8 ҫухрӑмлӑ дистанцире Чӑваш Ен спортсменӗ, Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗренекен Александр Новиков ҫӗнтернӗ. Саша Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Кӗмӗл медале Алексей Викулов тивӗҫнӗ. Пӑхӑр медале вара пӗлтӗрхи пекех Иван Коняев ҫӗнсе илнӗ.
Александр Новиков пӗлтӗр Европа чемпионатӗнче кӗмӗл медаль илнӗ. Вӑл ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Влентина Давалова патӗнче ӑсталӑхне туптать. Александр Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ.
Бизнес инфраструктурине аталантарма Раҫҫей Правительстви регионсене 1,6 миллиард тенкӗ ытла уйӑрма йышӑннӑ. Пӗчӗк тата вӑтам бизнесӑн инфраструктурине аталантарма тесе уйӑракан «кӗмӗл» пирӗн республикӑна та тивӗҫӗ. Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн пире 49 миллион тенкӗ ытла лекмелле.
Ҫын аллинчи укҫӑна шутлама хушмаҫҫӗ те, анчах республикӑн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви ытти регионпа ӳркенмесӗрех танлаштарса пӑхнӑ. Мускавран уйӑракан ҫав укҫа виҫипе эпир ытти регион хушшинче 12-мӗш вырӑн йышӑнатпӑр иккен. Тупра пуринчен ытла Мускав облаҫне каймалла: унта 276 миллион тенкӗ ытла яма пӑхса хӑварнӑ. Тутартсан Республикине 185 миллион тенкӗ лекӗ. Пирӗнпе кӳршӗллӗ регионсене пирӗнтен сахалтарах уйӑрӗҫ.

Нумаях пулмасть Мускав ҫывӑхӗнчи Шуколово хулинче, Леонид Тягачевӑн йӗлтӗр клубӗн базинче, хӗрсемпе каччӑсен хушшинче фристайл енӗпе Раҫҫей первенстви пулнӑ. Унта Чӑваш Республикинчи икӗ спортсмен хутшӑннӑ.
Вӗсем иккӗшӗ те — Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗсем Роман Марквальд тата Никита Павлов.
15 ҫулти Роман Марквальд пӗрремӗш кунӗнчех ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ. Вӑл — Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗ. Валерий Васильев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер «ски-кросс» тупӑшура ҫӗнтерме пултарнӑ. Чӑваш каччи Челябинск облаҫӗнчи тата Красноярск енӗнчи вӑйлӑ спортсменсене хыҫа хӑварса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.
Роман Марквальдшӑн ку — пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӳ. Унччен вӑл республика шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусенче ҫеҫ ҫӗнтернӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар хуралӗн обществин Пӑрачкав районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Тонышев ҫӗршывра палӑрнӑ.
2003 ҫултанпа ҫав тивӗҫе пурнӑҫлакан Алексей ҫавӑн йышши конкурса унччен хутшӑнман-мӗн. Кӑҫал хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе пӑхнӑ та маттурлӑхпа палӑрнӑ.
Регионсенчи уйрӑмсенчи производство персоналӗ хушшинче ирттерекен конкурса виҫӗ ҫулта пӗрре йӗркелеҫҫӗ иккен. Пӑрачкав арҫынни республика тапхӑрӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи ӗҫтешӗсемпе ӑмӑртнӑ. Ҫавӑнта ним мар пӗрремӗшне тухайнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Тонышев тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑмӑртӑва Мускав облаҫӗнчи Дедовск хулинче ирттернӗ. Конкурса Алексей «Кӑмакаҫӑ» номинацире хутшӑннӑ. Унӑн кӑмакасемпе мӑрьесене юсас тата техника тӗлӗшӗнчен тытса тӑрассине кӑтартма тивнӗ.
Кун пирки ҫӗршывӑн Шалти ӗҫсен министерствин Мускав облаҫӗнчи Тӗп управленийӗ пӗлтерет. Кӗске информацире каччӑ ӑҫта пурӑнни калани ҫук. «Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та кӗтнӗ вӑхӑтра таврӑнман», — тесе ҫырнипе ҫырлахнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ 26 ҫамрӑка РФ ШӖМӗн «Балашихинское» муниципалитет управленийӗпе волонтерсем шыранӑ-мӗн. Кунсӑр пуҫне маларах асӑннӑ ШӖМӗн Мускав облаҫӗнчи Тӗп управленийӗн пуҫиле шырав ӗҫченӗсем те ура ҫине тӑнӑ.
Шыраса тупнӑ каччӑпа халӗ специалистсемпе психологсем ӗҫлеҫҫӗ тесе хыпарлани те лару-тӑрӑва уҫӑмлатса параймасть. Кам пӗлет, тен, Мускав тӑрӑхне ӗҫлеме тухса кайнӑскер пулнӑ-ши? Ара, мӗн чухлӗ чӑваш Мускавпа Мускав облаҫӗнче тар тӑкать те, ку та, тен, ҫавӑн йышшисенчен пӗри-ши?... Апла-и, капла-и, ҫухалнӑскере тупни питӗ паха.
Кремльти Собор лапамне ҫулсерен лартакан чӑрӑша кашнинчех тӗплӗн суйлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ 2015 ҫула кӗтсе илме суйланине вара Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑшра ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Мускав облаҫӗнчи Дороховски вӑрман хуҫалӑхӗнче аслӑ участок лесничийӗнче тӑрӑшакан Юрий Пигильдин сӗннӗ.
Юрий Германович ҫак чӑрӑша 27 ҫул хушши пӑхса упранӑ. 31 метр тӑршшӗ илемлӗ ҫӑра чӑрӑш 110 ҫулта иккен, вуллин диаметрӗ — 72 сантиметр. Палӑртмалла, хӑйӗн илемӗпе пин-пин ҫынна уяв кӑмӑлӗ парнеленӗ чӑрӑш Кремльте шӑп Кивӗ Ҫӗнӗ ҫулччен — тӑнӑ.
Мускавра сывлӑх сыхлав системинче пулса иртекен реформӑсем пирки илтнех пулӗ. Ак иртнӗ канмалли кунсенче те унта халӑх чылайӑн пухӑнса митинг ирттернӗ. Ку лару-тӑру Чӑваш Ене пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен — сывлӑхпа социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова планерка вӑхӑтӗнче ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тухтӑрсем тӑван тӑрӑха таврӑнасса кӗтет.
Чӑваш Енре тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Пысӑк шалу шыраса сахал мар ӑста Мускавпа Мускав облаҫне тухса кайнӑ, унта тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем таврӑнсан Чӑваш Енри пульницасенче ҫитмен тухтӑрсен йышне 30% таран пӗтерме пултарӗҫ имӗш. Хальхи вӑхӑтра вара пирӗн сывлӑх системинче тухтӑрсен йышӗ кирлинчен 60,3% кӑна иккен. Уйрӑмах район пульницисенче кирлӗ ӑстасем ҫук.
Сӑмах май, «Земство тухтӑрӗ» программа республикӑри лару-тӑрӑва кӑшт лайӑхлатма пулӑшнӑ теҫҫӗ. Унпа усӑ курса ялти сывлӑх учрежденийӗсене 239 тухтӑр вырнаҫнӑ (11-ӗшӗ кӑна каярах килӗшӗве татса программӑран тухнӑ пулать). Татьяна Богданова каланӑ тӑрӑх пирӗн пульницасене тата пӗр 100 тухтӑр патнелле кирлӗ. Вӗсем уйрӑмах Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче ҫителӗксӗр.

Шупашкарта пурӑнакан Александр Андреев нумаях пулмасть ҫартан таврӑннӑ. Вӑл хӗсметре тӑнӑ чухне «Двое в степи» фильмра ӳкерӗннине пӗлтернӗ.
Александр каланӑ тӑрӑх, Александр ҫарта Мускав облаҫӗнче пулнӑ. Ҫулла вӗсен чаҫне ӳкерӳ ушкӑнӗ килнӗ те массӑллӑ сценӑсем валли ҫынсем суйланӑ. Александра вырӑс салтакӗн рольне шаннӑ.
Александр Андреева фильмра ӳкерӗнме питӗ килӗшнӗ. Халӗ вӑл 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшне кӗтет. Ара, ҫак кун кинофильма кӑтартма палӑртнӑ-ҫке-ха.
«Мосфильм» официаллӑ сайтра премьера пирки информаци тухнӑ ӗнтӗ. Фильм вӑрҫӑ пирки.
